Ӗçсĕр тăмасть. Çемьерисем пурте çывăрса кайсан, Хĕртсурт урай варрине тухса çăм арласа ларать. Çакна кам та пулин курас пулсан, ăна чăрмантармалла мар. Вара унăн ĕçĕ кал-кал пулать. Килте Хĕртсурт пулмасан лайăх мар, телей пулмасть. Çемье пĕр хваттертен тепĕр хваттере куçнă чухне: «Хĕртсурт, атя пирĕнпе çĕнĕ çĕрте пĕрле пурăнма!» — тесе чĕнеççĕ.