Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Кӑрлач 2020, 11:08

Пушкăртстанра наци проекчĕн йĕркипе 72 модуллĕ ФАП туянаççĕ

Пушкăртстанра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе кăçал 72 модуллĕ ФАП туянма планлани çинчен регионăн Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ.

«Вĕсенчен 57 ФАП туянма федераллĕ бюджетран, 15-не республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. 2019 çулта республикăри адреслă инвестици программи шучĕпе тума тытăннă 13 фельдшерпа акушер пунктне хута ямалла», — тенĕ ПР Сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Динара Еникеева.
«Башинформ» агентство маларах пĕлтернĕ тăрăх, республикипе пĕтĕмпе авариллĕ шайри 300 яхăн фельдшерпа акушер пунктне улăштармалла. Пĕр ФАП хакĕ 3 миллионран пуçласа 5 миллион тенкĕпе танлашать. Модуллĕ ФАПсем ку чухнехи мĕнпур требованисемпе шайлашса тăраççĕ. Регион пуçлăхĕн Радий Хабировăн шучĕпе чи кирли — çĕнĕ ФАПсене пурне те фельдшерсемпе тивĕçтересси. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: