Иссахар айăпĕн пĕр пайне йышăннине пĕлтернĕ, вăл çырăва РФ Президентне Владимир Путина ярса панă. Асăннă документра Иссахар вăл наркотике чăнах та илсе килнине йышăннă, анчах унпа вăл хăй усăланнă, контрабанда валли мар.
Маларах Израиль гражданкине ирĕке кăларма РФ Президентне Владимир Путина Израиль Президенчĕ Реувен Ривлин, премьер-министрĕ Биньямин Нетаньяху тата судпа айăпланнă хĕрарăмăн амăшĕ Яффа Иссахар ыйтнă. Раççей тата Израиль лидерĕсем хушшинчи тĕлпулу иртнĕ эрнере Иерусалимра иртнĕ. Ун чухне Путинпа Иссахар амăшĕ куçа куçăн калаçнă, Путин «пурте лайăх пулать» тесе шантарнă.
Иссахара 2019 çулхи çуркунне Шереметьево аэропорчĕн транзит зонинче Делинчен Тель-Авива вĕçнĕ вăхăтра тытса чарнă, унăн рюкзакĕнче 10 грама яхăн гашиш тупнă пулнă.
Риа Новости материалĕсем тăрăх.