Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Кӑрлач 2020, 15:22

Пушкăртстанра экзаменра 100 балл пухакан ачасене хатĕрлекен учительсене 50 пин тенкĕ тÿлеме планлаççĕ

Пушкăртстанра учительсене хавхалантаракан çĕнĕ тÿлевсем уйласа тупнă. Экзаменра 100 балл пухакан ачасене хатерленĕшĕн вĕсем 50 пиншер тенкĕ илме пултарĕç.

Çакăн çинчен республика пуçлахĕн Радий Хабировăн «О единовременной выплате учителям образовательных организаций Республики Башкортостан, подготовившим выпускников, набравших максимальное количество баллов по единому государственному экзамену» указĕн проектĕнче каланă. Документа республикăн Вĕрентÿ министерствин официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă.
Преми тÿлевĕсен укçи-тенкине Пушкăртстан бюджетĕнчен тÿлеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: