Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Кӑрлач 2020, 18:47

Пушкăртстанра пурăнакансем хăйсен историсене «Лица Победы» проекта ярса пама пултараççĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле «Лица Победы» проект пуçарса янă

Пĕтĕм халăх историллĕ депозитари вăл — 150 миллион ытла сăнÿкерчĕкпе текст докуменчĕсем, 150 миллион ытла шăпа. Çĕнтерÿ музейĕнче «халăх экспозицийĕ» йĕркеленĕ, унта «Лица Победы» проекта хутшăнакансем хăйсен йăх пуçараканĕсен портретне тупма тата ăна хăйсенн ачисемпе мăнукĕсене кăтартма пултараççĕ.
«Лица Победы» проект пĕтĕм тĕнче статусне йышăнать. Кирек хăш çĕршывра пурăнакан çын хăйĕн çывăх çыннисем çинчен сведение Çĕнтерÿ музейĕнчи депозитарие кĕртме пултарать.
«Лица Победы» проекта хутшăнас тесен хăвăрăн çемье архивĕнчен документсене истори депозитарине сайт урлă, мобиллĕ приложенипе, почта урлă, хăйсем килсе пама пултараççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: