Экспертсем коронавируса Раççей территорине илсе килес хăрушлăх пысăк тесе шутламалли темиçе сăлтав илсе кăтартаççĕ. Вĕсенчен пĕри — вирус сывлăшпа ерме пултарни, чирлекенсен шучĕ кинет нумайланни, Приморье крайĕпе тата Хабаровск крайĕпе, Еврей автономи округĕпе, Амур облаçĕпе чикĕленекен Китайăн çурçĕр провинцисенче чирленĕ самантсем пулни, Китай календарĕпе Çĕнĕ çул уявлани.