Хĕрарăм каласа панă тăрăх, ăна мобилле телефон çине пĕр арçын шăнкăравланă: вăл банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ пулнине пĕлтернĕ, хĕрарăмăн карти çинчи укçине вăрлама хăтланаççĕ тесе каланă. Çакна чарма арçын хĕрарăма укçине вăхăтлă карта çине куçарма сĕннĕ, унăн номерне каланă. Хĕрарăм суеçĕ банк сотрудникĕ каланине пурнăçланă — хăйĕн карти çинчи мĕнпур укçине «резерв» карти çине куçарнă. Кайран çеç вăл мошенникпа калаçнине ăнланса илнĕ, полицине шăнкăравланă.