Мияки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ришат Актуганов каланă тăрăх, завод проблемисемпе правительствăн вице-премьерĕ — ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов ĕçлет, потенциаллă инвесторсемпе калаçу пуçланă, анчах хальлĕхе вĕсенчен усси çук.
Радий Хабиров çывăх вăхăтра ирттерекен инвест-часа завод директорне, район пуçлăхне тата заводăн представительне чĕннĕ.
«Проблемăна татса памалли пирки шухăшлăпăр, предприяти ĕçленмелле, çынсем хăйсен ĕç вырăнне таврăнмалла. Енчен те ĕç укçи тÿлессипе парăмсем пур пулсан, вĕсене парса татмалла», — тенĕ Радий Хабиров.
Мияки сĕт завочĕн финанс проблемине татса парайсан, завод 2-3 кунран ĕçлеме пуçламалла.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.