Эрнере хура чей хакĕ 2,4% ÿснĕ — халĕ килограмĕ вăтамран 798,74 тенкĕ тăрать. Уйăрттарман сĕтрен тунă тăпăрчă хаклăланнă (+1,8%) — килограмĕ 308,18 тенкĕ, маргарин (+1,6%) — 124,32 тенкĕ. Чĕрĕ помидор хакĕ ÿснĕ (+1,4%) — халĕ ăна килограмне 131,23 тенкĕпе туянма пулать, аш-какай консерви (+1,2%) — 350 грамне 127,87 тенкĕпе. Хăяр хакĕ 0,5% ÿснĕ — килограмне 138,23 тенкĕ. Кишĕр 0,2% хаклăланнă — килограмне 19,76 тенкĕ.