Юлашки вăхăтра граждансем Интернет уçлăхĕ урлă тавар туяннă е сутнă чухне инкек тÿсеççĕ, карттă е счет çинчи укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ. Преступниксем телефон çине шăнкăравласа хăйсене банк ĕçченĕ тесе шантараççĕ, хуçисене банк картти çинчи укçине вăрланă тесе хăратаççĕ, ятарлă код е ытти цифра ыйтаççĕ. Çынпа калаçса вĕсене хăвăрт ÿкĕте кĕртеççĕ вĕсем.
Интернетпа почта урлă ку е тепĕр тавар заказ парса ун вырăнне пачах урăх япала (тĕслĕхрен, сотовăй телефон вырăнне супăнь катăкĕ) е пачах та касса вакатнă хут, чул катăкесем ярса пани сахал мар. Çавна май тимлĕ пулăр, мошенниксен аллине ан çакланăр!