Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Нарӑсӑн 2020, 11:17

«Байкал» самолета пĕтĕмпе Раççей деталĕсенчен пухмалла

#ВладимирПутинУралти граждан авиаци завочĕн гендиректорĕ Вадим Бадеха пĕлтернĕ тăрăх, енчен те Раççей комплектующийĕсем вăхăтлă килмесен, ют çĕршыв комплектующийĕсемпе вăхăтлăха усă кураççĕ.

Ан-2 самолета улăштарма пултаракан çăмăл моторлă «Байкал» самолета Раççей комплектующийĕсенчен, çав шутра авионика та, пухаççĕ. Çакăн çинчен ытларикун Уралти граждан авиаци завочĕн гендиректорĕ Вадим Бадеха ТАСС агентствине пĕлтернĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин январĕн 15-мĕшĕнче РФ правительствине ТВС-2ДТС прототиппа никĕсленсе «Байкал» самолета проектлас тата серипе кăларма пуçлас ыйтăва пăхса тухма хушнă. РФ Президенчĕн Инçет хĕвелтухăç федераллĕ округри полномочлă представителĕ, вице-премьер Юрий Трутнев маларах кăланă тăрăх, çăмăл моторлă «Байкал» самолета Бурятинчи Улан-Удэри авиаци заводĕнче тумалла.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: