Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Нарӑсӑн 2020, 15:03

Çветтуй Валентин кунĕ çитет

Февралĕн 14-мĕшне эпир Юратакансен тата Çветтуй Валентин кунĕ теме хăнăхнă. Çак кун хăйсен уявне юратакансем, çавăн пекех Валентин тата Валентина ятлисем паллă тăваççĕ.

Тĕнчери чи пĕрремĕш валентинкăна Орлеан герцогĕ Чарльз (1415 ç.) çырнă тесе калаççĕ. Тĕрмере лараканскер тунсăха сирес тесе тăтăшах савнă мăшăрĕ патне юрату çырăвĕсем вĕçтернĕ. Анчах та «валентинка» парнелес йăла 18-мĕш ĕмĕрте çеç анлă сарăла пуçланă. Халĕ Çветтуй Валентин кунĕнче ăшă ту-йăмсем çинчен пĕлтерекен, уяв ячĕпе саламласа çырса парнеленĕ чĕре евĕр открытка «валентинка» шутланать. Унсăр пуçне çак паллă кунра юратакансем пĕр-пĕрне кĕлчечек (вăл юратăва пĕлтерет иккен), чĕре евĕр канфет е урăх япала парнелеççĕ. Çветтуй Валентин кунĕн палли вара çунатлă пĕчĕк пирĕшти - Купидон - шутланать. Унăн кÿлепине те уяв ячĕпе саламласа пама юрать.
Мĕншĕн февралĕн 14-мĕшĕ Валентин ятпа палăрса юлнă-ха? Кун çинчен эпир сахал пĕлетпĕр. Валентин пирĕн эрăри III ĕмĕрте Римри Терни хулинче пурăннă теççĕ. Пĕрисен шухăшĕпе вăл - христиансен священникĕ. Тепĕр халапра вара ăна епископ рангне те панă тесе çыраççĕ. Валентин çамрăк та илемлĕ сăн-питлĕ, ырă кăмăллă, пурне те пулăшма хатĕр çын пулнине те палăртаççĕ. Тĕн ĕçĕсемсĕр пуçне вăл наукăпа тата медицинăпа кăсăкланнă.
Вăл пурăннă вăхăтра Рим империне II Клавдий император тытса тăнă. Çар правилисене мала хураканскер, хăюллă Рим легионерĕсене хисеплекенскер вĕсене мăшăрланма юраманни çинчен указ çырать.
Анчах та Валентин христиансен çамрăк священникĕ, император сăмахĕсенчен иртет. Мăшăрланас текен легионерсене вăрттăн венчете тăратать. Унсăр пуçне вăл харкашса кайнă савнисене те мирлешме пулăшнă, хăшĕ-пĕр каччă ыйтнипе вĕсен пикисем патне ăшă çырусем те çырнă, мăшăрланакансене чечек çыххи те парнеленĕ.
Ку вăрттăнлăх пурăна киле çиеле тухатех. Рим халăхĕ саккуна нихăçан пăсма хăйман, вĕсене çирĕп пăхăннă. Çавăнпа та Валентина арестлеççĕ. Кăштахран çут тĕнчерен уйăрмалли указ çыраççĕ.
Легендăра Валентинăн юлашки кунĕ-сем те ахаль иртмен тенĕ. Ăна тĕрме хуçин суккăр хĕрĕ юратса пăрахать иккен. Анчах та каччăн, священник пулнă май, хăйĕн туйăмĕсене уçма юраман. Февралĕн 13-мĕшĕнче вăл пике патне çыру çырать. Тепĕр версипе Валентин хăй çак пикене юратса пăрахать. Медицинăна пĕлекенскер хĕре сыватма та пулăшать имĕш.
Чăн-чăн историе эпир халĕ тин пĕлейместпĕр ĕнтĕ. Çамрăк Валентин чăнах та Юратушăн пуçне хуни çеç паллă. Хăйĕн кĕске пурнăçĕнче вăл чылай ырă ĕç туса ĕлкĕрнĕ.
Темиçе пин çул иртсен те Валентин çынсен асĕнчен тухман. Малашне те çак уяв календарьте паллă вырăн йышăнĕ.
Хĕвеланăç Европăра Çветтуй Валентин кунне XIII ĕмĕртен, АПШăра 1777 çултан уявлама пуçланă. Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршывра та çак куна анлăн паллă тăваççĕ.
"Хыпар" хаçатран
Читайте нас: