Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Нарӑсӑн 2020, 11:32

Раççей следстви комитечĕ Пушкăртстанра коррупцие хирĕçле тĕпчев ирттерсе патшалăха 144 млн тенкĕлĕх шырлăха тавăртнă

Следстви комитечĕ Пушкăртстанра 2019 çулта ирттернĕ тĕпчевсем тăрăх патшалăха 144 млн тенкĕ тавăрса панă, шыраттарса илнĕ пĕтĕмĕшле сумма 256 млн пулнă. СКР правăна сыхлакан органсем ирттернĕ пĕтĕмĕшле тĕпчевсенчен çурри ытларахăшĕ экономика преступленисем пулнă, 77 % — коррупципе çыхăннă.

Çын вĕлернине уçса пани 94%, вилĕм патне илсе çитернĕ сывлăха йывăр сиен кÿнине — 99%. Çын вĕлернĕ 14 саманта уçса паман.
Çак цифрăсене ведомствăн коллегийĕнче пĕлтернĕ, унта Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров та хутшăннă. Регион ертÿçи следовательсене экономика тата коррупци преступленийĕсене хирĕç кĕрешессине вăйлатма хушнă. Тĕпрен илсен, вăл çĕршывра патшалăх пуçлăхĕ Владимир Путин пуçарса янă масштаблă улшăнусем пулни çинчен каланă. Регионсем наци проекчĕсен йĕркипе миллиардшар ресурс илеççĕ. Çак укçа-тенкĕ ача сачĕсемпе шкулсем, поликлиникăсемпе больницăсем, çуртсем тата çулсем тунă çĕре каймалла.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: