Тĕлпулава килнĕ студентсен кăсăклантаракан ыйтусем пама, хайсен сĕнĕвесемпе паллаштарма май пулнă. Сĕнÿсенчен чылайăшне ырласа йышăннă. Тĕслĕхрен, пирĕн район студенчĕсен пĕрлешÿне йĕркелеме калаçса татăлнă. Çакă студентсене пĕр-пĕринпе çывăхрах пулма, район администацийĕпе тачă çыхăну тытма пулăшĕ.