«Дорожная инспекция ОНФ/Карта убитых дорог» проектăн представителĕсем пĕлтернĕ тарах, чи нумай самант Мурманск облаçĕнче (6), Челябинск облаçĕнче тата Пушкăртстанра (5-шер) тупса палăртнă.
ОНФ проектне координацилекен Александр Васильев палăртнă тăрăх, нумайрах чухне регионалĕ тата хула çулĕсем пирки ÿпкелешеççĕ. Асфальт хунă ĕçсене пурнăçланă чухне кĕркунне +10°C, çуркунне тата çулла +5°C температурăраран кем пулмалла мар, аса илтернĕ вăл.
«Мĕнпур самантсене эпир пуçтаратпăр, подрядчиксемпе çак ыйтава епле татса панине курма малтан администрацисене ыйтса çыратпăр. Пирĕн çул-йĕр процесĕн системине мĕнле тытса пынине курмалла. Кайран, енчен те администрации хай тĕллĕн çак ĕçе контроле илеймесен, эпир кашни саманта тĕплĕн пăхса тухма прокуратурăна явăçтаратпăр», — пĕлтерет ОНФ пресс-служби.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.