Февралĕн 26-мĕшĕнче патшалăх пуçлăхĕ çĕршывăн Тĕп законне улшăнусем кĕртессине хатĕрлекен ĕçлĕ ушкăн членĕсемпе тĕл пулнă. Хальхи вăхăт тĕлне РФ Конституцине улшăнусем кĕртесси пирки 900 ытла сĕнÿ килнĕ, пĕлтернĕ маларах Путин. Президент каланă тăрăх, вĕсем пурте тăрăн шухăшлă.