Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Нарӑсӑн 2020, 11:18

«Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» наци проектне мĕнле предприятисем хутшăнма пултараççĕ?

#нацпроектыБашкортостан«Производительность труда и поддержка занятости» наци проектне çак критерисене пăхăнса тăракан предприятисем хутшăнма пултараççĕ: ĕçлесе хатĕрлекен производство пурнăçлаканнисем (нефть тата алкоголь продукцийĕсем туса кăлараканнисем çав шута кĕмеççĕ), ялхуçалăхĕнче, строительствăра, çăк турттарассинче тата упрассинче (нефть, газ тата вĕсене ĕçлесе хатĕрленĕ продукцие упрасси тата пăрăх транспорчĕ кĕмест) ĕçлекеннисем; çулталăкне 400 млн тенкĕрен пуçласа 30 млрд тенкĕ таран ĕçлесе илекеннисем; ĕç тухăçлăхне 10% тата ытларах ÿстерме пултараканнисем; юридика сăпачĕн капиталĕн уставĕнче ют çĕршыв резиденчĕсен налукĕсем хутшăнни 25% ытла маррисем; бюджет парăмĕ пулманнисем.

Наци проектне хутшăнма http://производительность.рф/ федераллĕ порталта заявка йышăнаççĕ. Наци проектне хутшăнмалли мĕнпур ыйтусемпе Пушкăртстан Республикин Экономика аталанăвĕн министерствине +7(347) 280-87-42, 280-86-85 телефонсемпе шăнкăравламалла.
Пушкăртстан Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви.
Читайте нас: