Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Нарӑсӑн 2020, 14:51

Блогерсем чире çӗнтерме пулăшасшăн

Айккинчен пăхсан ку йÿнӗ пиара аса илтерет. Унсăрăн мӗн тума вӗсем ялав тытса пульница умӗнче ÿкерӗнмелле?

Ĕнер Diamond Princess лайнертан эвакуацилесе Хусанти инфекци пульницине вырнаҫтарнӑ сакăр Раççей гражданӗ валли тутар блогерӗсем кучченнеçсем леçнӗ.
Пациентсем патне кӗртмеҫҫӗ пулин те блогерсен парнисене, часрах больницăран тухма суннă открыткисене ятарлӑ боксра выртакансем патне ҫитерме шантарнă. Ҫак пациентсенчен виҫҫӗшне коронавирусăн çăмӑл форми ернӗ пулнӑ иккен.
Интернетри паллӑ ҫынсем Республикӑри клиника инфекци пульницин йышӑну покойне чак-чак, пыл, Тутарстан çинчен çырнӑ кӗнекесем, наци костюмӗллӗ пуканесем, открыткӑсем илсе пынӑ. Ҫак парнесем ытти хуласенче пурӑнакан пациентсене пирӗн республикӑпа тутар культурине лайӑхрах пӗлме пулăшӗҫ тесе шутлаççӗ блогерсем.
«Сувар».
Читайте нас: