Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Мартӑн 2020, 11:56

Путин халăха паллаштармалли материалсене интернетра вырнаçтарма хушнă

#владимирпутинРФ Президенчĕ Владимир Путин правительствăна халăха паллаштармалли материалсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене интернетра обязательнăй йĕркепе вырнаçтарма хушакан улшăнусене кĕртме хушнă, пĕлтерет Кремль сайчĕ.Вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассипе ирттернĕ лару итогĕсем тăрăх патшалăх пуçлăхĕ панă хушусене çирĕплетнĕ.

Путин нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсен харпăрçисен пĕтĕмĕшле пухăвĕн йĕрки тăрăх паракан сĕнÿсене граждансем пĕрлехи цифра платформипе усă курса сасăлав результачĕсене электрон меслетпе яма пултарассине пăхса хăваракан улшăнусене те кĕртме хушнă. Кунсăр пуçне президент пĕрлехи цифра платформипе усă курса электрон меслетпе килекен мĕнпур ыйтусене пăхса тухмалли, хурав памалли механизма «пĕр чÿрече» принципĕпе ĕçлеттерме пултаракан улшăнусене ĕçлесе хатĕрлеме хушнă. Пурнăçламалли срок — 2020 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ.
РИА Новости.
Читайте нас: