2024 çулччен магистраль инфратытăмне модернизацилемелли тата анлăлатмалли комплекслă план тăрăх транспорт инфратытăмĕн 500 ытла объектне тăвассине пăхса хăварать: çулсем, кĕперсем, аэропортсем, логистика центрĕсем, Çурçĕр тинĕс çулĕн объекчĕсем тата ытти те. Проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 7 трлн тенкĕпе танлашать, вĕсенчен 3 трлн яхăн тенкине федераллĕ бюджетран уйăраççĕ, ыттине инвесторсен укçи-тенкине явăçтарма шутлаççĕ.