1 постшăн — 900 пине яхăн доллар
Чикĕ леш енче Инстаграмра чи пысăк тупăш тăвакан çынсен рейтингне хатĕрлеççĕ, вăл çĕнелсех пырать. Паянхи кун тĕлне юрăçсенчен Селена Гомес — чи пуянни. Пĕр реклама посчĕшĕн 800 пин доллар ыйтать вăл. Пĕлтĕр вăл çак соцсетьре 520 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Паллă футболистсем унран чылай ирттереççĕ. Аргентина футболисчĕ Лионель Месси Инстаграм пулăшнипе 2019 çулта 1,6 млрд тенкĕ тупăш тунă. Португали футболисчĕ Криштиану Роналду тата маттуртарах, вăл 3,2 млрд тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Страницăри пĕр постшăн ăна 900 пине яхăн доллар тÿлеççĕ. Сăмах май, Роналдун страницине 206 миллион çын пăхса тăрать. Унашкалли тĕнчипе тек çук!
Раççей эстрада çăлтăрĕсем» те ют çĕршыври паллă çынсенчен кая мар укçа ĕçлесе илеççĕ. Ольга Бузова телеертÿçĕн тата юрăçăн страницине çынсем ытларах кĕреççĕ. Подписчиксен шучĕ — 19 млн. Раççейре ăна ку енĕпе çитекенни çук. Çапах Ольга тупăшсене тишкерсе хатĕрленĕ рейтингра виççĕмĕш çеç. Forbes журнал палăртнă тăрăх, вăл рекламăпа 860 пин доллар тупăш тăвать. Унран Ксения Собчакпа /1,6 млн доллар/ Регина Тодоренко /860 пин доллар/ телеертÿçĕсем ирттереççĕ. Çак журнал хатĕрленĕ рейтингра хĕрарăм ытларах. Арçынсен хушшинче малти вырăнсене Алан Енилеев автоблогерпа тĕрлĕ стильпе кĕрешекен Хабиб Нурмагомедов йышăннă. Пĕрремĕшĕ Инстаграмра — 850 пин доллар, тепри 570 пин доллар ĕçлесе илнĕ.
Чăваш Енре пурăнакансем те Инстаграмра укçа ĕçлесе илме хăнăхнă. Пирĕн блогерсем, паллă çынсем, артистсем хăйсен кулленхи пурнăçĕпе паллаштарнисĕр пуçне реклама посчĕсем вырнаçтарма тытăнчĕç. Мĕн кăна сĕнмеççĕ-ши? Пите сĕрмелли кремран пуçласа хăш кафене апатланма каймалли таранах. «Ман урлă килнĕ тесен «скидка» тăваççĕ», — çыраççĕ вĕсем. Чылайăшĕ чечек лавккине рекламăлать. Уйрăмах — уяв умĕн. Килте ларсах чечек çыххи саккас паратăн, ăна килсех параççĕ, çитменнине, йÿнĕрех хакпа. Меллĕ вĕт, э?
«Эпĕ темĕн те рекламăлатăп, анчах сывлăха сиен кÿрекен япаласене мар», — пĕлтерчĕ Александр Яшков, Инстаграмра ăна «Богатырь» хушма ятпа пĕлеççĕ. Канаш районĕн каччи ку социаллă сете нумаях пулмасть вирхĕнсе кĕчĕ те тÿрех 100 пине яхăн çынна хăйĕн тавра пухрĕ. Халĕ подписчиксен шучĕ самаях чакнă, 70 пин кăна. Саша реклама енĕпе çине тăрса ĕçлет. Вăл — унăн çăкăрĕ. Каччă реклама тунă укçапа апат-çимĕç туянать, тумланать тата канать. 13 ют çĕршыва çитсе килнĕ ĕнтĕ вăл. «Пĕр постшăн 10-12 пин тенкĕ ыйтатăп, унсăр пуçне сторисра /15 çеккунт кăтартакан сăн ÿкерчĕксемпе видеороликсем/ реклама тăватăп. Вăтамран пĕр уйăхра 30 пин тенкĕ ĕçлесе илетĕп», — пытармарĕ Богатырь. Анчах реклама паракансем яланах тупăнмаççĕ, тепĕр чухне тупăш пачах çук. Юлашки вăхăтра çамрăк блогер страницине икĕ чĕлхепе тытса пыма пуçларĕ.
Чăннипе, Инстаграмра страницăна чăвашла тытса пыракансем йышлах мар. Тăван чĕлхепе çыракансене пÿрне хуçлатса шутлама пулать. Юлашки вăхăтра ку енĕпе лару-тăру лайăх енне улшăнчĕ пек туйăнать. Тен, страницăра вырăсла çырни реклама паракансене ытларах илĕртет? Ксения Романова /Инстаграмра — «Чăваш пики»/ хăйĕн тĕслĕхĕпе çакна хирĕçлет. Вăл страницинче чăвашла çеç çырать. Ăна тутар каччи хавхалантарнă. «Татар малай» хушма ят илнĕ çамрăк Инстаграмри страницине тутарла тытса пырать. Ксенийăна Инстаграмра чăвашла страницăсем çукки хурлантарнă. Вăл çак йăнăша тÿрлетме шухăшланă: 2017 çулта страницине тăван чĕлхепе ертсе пыма тытăннă. Пике çынсене чăвашлăхпа кăсăклантарма тăрăшнă. Вăл каланă тăрăх, çавнашкал постсене питĕ кăмăллаççĕ-мĕн, вĕсем чи нумай «лайк» пухаççĕ. Чăваш пики пĕр вăхăт страницăпа ĕçлеме пăрахнă, халĕ ку ĕçе çĕнĕрен пуçăннă. Унăн страницине 8 пин çын пăхса тăрать. Çамрăкскер рекламăпа ытлах ĕçлемест. Ăна тума ыйтакансенчен чылайăшĕ Шупашкартан, Ксения вара Хусанта пурăнать. Реклама тăвас пулсан ятарласа Чăваш Ене килмелле унăн. Çапах унăн страницинче реклама посчĕсем курма пулать. «Кĕсьене укçа сахал кĕрет, пĕр уйăхра вăтамран 2 пин тенкĕ. Ытларах чухне «бартер» мелĕпе ĕçлетĕп», — терĕ хĕр. Вăл Инстаграмра пурăнмалăх укçа ĕçлесе илме май пуррине палăртрĕ. Халĕ интернетра тупăш тума вĕрентекен ятарлă агентствăсем те пур. Ксения хăй те тĕнче тетелĕнче ĕçлет, фрилансер вăл /килте ларса ĕçлекен ирĕклĕ специалист/. Çулталăк каялла кăна-ха офисра ларнă. Графике пăхăнмалли ĕç ăна йăлăхтарнă. Пикен суту-илÿ енĕпе пĕчĕк бизнес та пур. Инстаграм вара ăна тавар сутма пулăшать. «Реклама тума ыйтакансенчен чылайăшĕ подписчиксен йышне пăхать. Манăн сахалрах, тен, 10 пин пулсан саккассем ытларах пулĕç. Тĕрĕссипе, миçе подписчик пулнине мар, «лайксен» шутне пăхмалла. Çынсем комментарисем хăварни, видео пăхни те пĕлтерĕшлĕ», — терĕ хĕр. Çакна агентство специалисчĕсем те палăртаççĕ.
Екатеринбургра пурăнакан Ольга Леонтьевăн та страницăра реклама тăвас енĕпе йывăрлăхсем пур. Ара, реклама тума ыйтакансенчен чылайăшĕ Чăваш Енрен, çавăнпах килĕшмест. Астăватăр пуль-ха, кулăшла видеороликсем ÿкерекен Пушкăртстан чăвашĕ пирки эпир «Çамрăксен хаçатĕнче» çырса кăтартнăччĕ. Инстаграмра ăна «Оля Кваши» ятпа шыраса тупма пулать. Халĕ унăн 7 пине яхăн подписчик.
Оля Кваши сайра хутра çеç реклама тунине пытармарĕ. Чăннипе, куншăн каçăхмасть те вăл. Рекламăшăн укçа нумай ыйтмасть, чи нумаййи 300 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Блогер шухăшланă тăрăх, подписчиксен шучĕ те пĕлтерĕшлĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах — реклама та ытларах.
«Реклама посчĕсем вырнаçтарса пуйса кайрăн», — теççĕ çынсем Чăваш наци радиовĕнче ĕçлекен Мария Самделовăна. Чăннипе, Маша Инстаграмра укçа ĕçлесе илме пуçласшăн кăна. Унăн ятарлă курсра вĕренес шухăш та пур. «Çынсем эпĕ рекламăшăн укçа илменнине пĕлмеççĕ», — терĕ пике. Вăл «бартер» мелĕпе ĕçлет. Чăваш çыртса пăхмасăр ĕненмест теççĕ. Мария та хăй сĕнекен тавара тытса курмасăр, тутанса пăхмасăр рекламăламасть. Специалист патĕнче куç хăрпăкне ÿстерме, маникюр тума сĕниччен хăй çак процедурăсене каять. Маша уйрăмах тум-тир рекламăлама кăмăллать. «Сутуçăсем сана тÿлевсĕрех тăхăнтартаççĕ», — теççĕ ăна. Анчах рекламăшăнах япалана яланах ахаль памаççĕ иккен, тепĕр чухне Мария хушса тÿлет.
Маша страницăна 2015 çултанпа тытса пырать. Подписчиксен шучĕ часах 14 пине çитĕ. Пике вĕсен йышне ÿстерессишĕн нимĕн те туман. Хăш-пĕри вара подписчиксене укçа тÿлесе туянать. «Радиора, телекуравра ĕçлени пулăшрĕ пуль. Çынсем страницăна çырăнма пуçларĕç. Майĕпен реклама тума ыйтакансем тупăнчĕç», — каласа кăтартрĕ Мария Самделова. Хăш-пĕр лавккана е компание вăл темиçе хут та рекламăлать. Ыйтнипе мар, хăйĕн кăмăлĕпе. «Лавккари тум е куç хăрпăкĕ ÿстерекен специалист чăннипех те килĕшнĕрен çынсене те унта кайма сĕнетĕп», — тĕлĕнтерчĕ хĕр. Инстаграмра тупăш тума май пурри кăсăклантарнăран Маша çынсемпе ятарласа калаçнă. Хăшĕ-пĕри 5 сехетре 10 пин тенкĕ таран ĕçлесе илет-мĕн. Хальлĕхе Инстаграм ăна уяв ертсе пырас енĕпе пулăшать. Пост лартсан тÿрех шăнкăравлакансем тупăнаççĕ-мĕн.
Инстаграмра кăна мар, ытти социаллă сетьре те тупăш тума май пур. Çамрăксем интернетра темĕн тума та пĕлеççĕ. Тепĕр тесен, яшсемпе хĕрсем кăна мар, ачасем те маттур ку енĕпе. Шупашкарти Виктория Соловьева 10 çулта кăна-ха. Инстаграмри унăн страницине 2 миллиона яхăн /!/ çын пăхать. Чăваш Енре унашкал блогер çук! «Ютубра» канал та пур унăн. Унта — 6 миллиона яхăн çын. Страницăсене хĕрачан амăшĕ тытса пырать, вĕсем пĕчĕккисем валли кăсăклă видеороликсем ÿкереççĕ. Пĕлтĕр рекорд лартнă, пĕр видеона 2 млрд çын пăхнă! Интернетра çырнине ĕненес тĕк, «Ютубри» канал пулăшнипе çемье бюджетне пĕр уйăхра 100 пин тенкĕрен кая мар кĕрет.
Куртăр-и, Инстаграмра кирек кам та тупăш тăваять. Чикĕ леш енче кинемейсем те чăнкă блогер пулса тăраççĕ ав. Çапах ку ĕç çăмăл тееймĕн. Тăрăшмасан пулă та вăлтана çакланмасть.