«76-мĕш гварди десантпа штурм дивизин 104-мĕш полкĕн 6-мĕш ротинче çар служби иртнĕ çар служащийĕсене тата 2000 çулта Аргун ту хушăкĕнче пуçне хунисен çемьисене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес йĕркепе йышăнатăп: мартăн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхра 65 619,5 тенкĕ тÿлемелле», — тенĕ документра.
104-мĕш полкăн 6-мĕш ротинче çар служби иртнĕ çар служащийĕсем 2000 çулта Чечняри Шатой районĕнче Шамиль Басаев тата Хаттаб боевикĕсемпе пĕр тан мар тытăçура пуçне хунă. Февралĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен пынă çапăçура 6-мĕш ротăн 90 салтакĕ туллă тата вăрманлă вырăнта сăрта йышăнса 2,5 пин çынран тăракан боевиксен группировкине хирĕç тăнă. Çапăçура 84 çар служащийĕ пуçне хунă.
Паттăрлăхшăн 22 десантника Раççей Геройĕ ят панă, вĕсенчен 21 çыннине — вилнĕ хыççăн. Паттăрлăх орденĕпе 68 салтакпа офицера наградăланă, вĕсенчен 63 — вилнĕ хыççăн.