Мартăн 14-мĕшĕнче республикăра çил секкунтне 17—22 м таран вăйланасса кĕтеççĕ, пĕлтерет Пушкăртстан МЧСĕ. Пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, теççĕ синоптиксем. Çĕрле юрлă çумăр çăвать, хăш-пĕр районсенче пăрлак, кăнтăрла та юрлă çумăр пулма пултарать. Çил кăнтăр-хĕваланăç енчен 9—14 м/с хăвăртлăхпа вĕрет, çĕрле тата ирхине вырăн-вырăн 17—22 м/с таран çитет. Çĕрле -2,+3 градус, кăнтăрла +1, +6 пулать.
Бофорт шкали тăрăх, 21—22 м/с çил хăвăртлăхĕ «вăйла тăвăл» тенине пĕлтерет. Çакăн пек çил тĕрлĕ хуралтăсене, хуралтăсен тăррисене сиен кÿме пултарать. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.