Ултавçăсем хăйсене банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем пек кăтартса инкек тÿсекенсен сотовăй телефонĕсем çине шăнкăравлаççĕ, вĕсен счечĕ çинчи укçана такам çаратасшăн хăтланни çинчен пĕлтереççĕ. Ун хыççăн вĕсем банк карттин даннăйĕсене, çав шутрах унăн тепĕр енче кăтартнă CVV-кодне те, парольне те ыйтаççĕ. Преступниксемшĕн çынсен счечĕсене пушатма асăннă сведенисем çителĕклĕ. Ултавçăсем çапла шелсĕр хăтланнипе час ĕненекен çынсене кашнинчех çурăк валашка умне тăратса хăвараççĕ, вĕсен укçине çаратаççĕ.
Палламан çынсене, вĕсем хăйсене банк ĕçченĕсем тесе каласан та, харпăр хăйĕн даннăйĕсене пĕлтерме ан васкăр, тимлĕ пулăр, «хĕрÿ линин» номерĕпе е ытти шанчăклă номерсемпе банка шăнкăравласа пăхăр.