Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
4 Апрелӗн 2020, 15:28

Регионсем татса парĕç

#ВладимирПутинПандеми тапхăрĕнче экономикăна йывăр пуласси паллă. Çавна май Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли мерăсене палăртма хушнă — налуксене тӳлессине каяраха куçарассинчен пуçласа 0% ставкăпа кредит парасси таранах. Федерацин пĕчĕк тата вăтам бизнес сотрудникĕсен ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕнчен пысăкрах виçинчен соцфондсене хывмалли тӳлевсене икĕ хут, 15% таран, чакаракан саккунне алă пусни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Президент иртнĕ юнкун ирттернĕ телеканашлура Михаил Мишустин премьер COVID-19-па кĕрешмешкĕн Правительство 1,4 триллион тенкĕ резервланине çирĕплетнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтермелли мерăсем валли 150 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин апрелĕн 2-мĕшĕнче каллех, çак кунсенче иккĕмĕш хут, телекурав урлă халăха чĕнсе каларĕ. Медицина, пурнăçа тивĕçтерекен ытти тытăм ĕçченĕсене тав тунă май «ĕçлемен» эрне коронавируспа кĕрешес енĕпе пысăк усă панине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ун шучĕпе, «эпир аслă ăрăва, ача сачĕсене, шкулсене, вузсене чиртен упрама пултартăмăр». Анчах хăрушлăх сирĕлмен, тĕнче те, Раççей те пандемин чи пысăк шайĕнчен иртмен. Çакна тĕпе хурса Президент ĕç укçине упраса хăварса ĕçлемен тапхăра çак уйăх вĕçĕччен — ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен — тăсма йышăннине пĕлтерчĕ. Пурнăçа тивĕçтерекен тытăмсем хальчченхи пекех ĕçлĕç, ыттисен «кану» вăхăчĕ тăсăлать. Анчах тĕрлĕ региота, тĕрлĕ муниципалитетра — тĕрлĕ лару-тăру. Çавна май Владимир Владимирович субъектсен ертӳлĕхне тивĕçлĕ полномочисем парассине çирĕплетрĕ: регионсенчи лару-тăрăва кура вĕсем сыхлăхăн мĕнле мерисемпе усă курассине, хăш тытăмсем ĕçлессине, хăшĕс ĕçлемессине хăйсем палăртĕç. Çийĕнчен Владимир Путин çĕршыври лару-тăру мĕнле аталаннине тĕпе хурса хайхи ĕçлемен уйăха кĕскетме пултарасси çинчен те каларĕ. Асăрхаттарчĕ: экономикăри тăнăçлăх тĕп вырăнта пулмалла, ĕç вырăнĕсене тата граждансен тупăшĕн шайне упраса хăвармалла.
Читайте нас: