Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Апрелӗн 2020, 15:27

Конституцие кӗртекен тÿрлетÿсем рабочисен профессийӗсен сумне çӗклемелле

Ĕçпе тивӗҫтерекенсен пуҫтахланмалла мар тата ӗҫ ҫыннине пӗчӗк укҫа тÿлесе йывӑр лару-тӑрӑва кӗртсе ямалла мар.

Ҫак шухӑша «Камаз-Автопорт» директорӗ Владимир Чагин палăртнă.
«Пӗтӗмӗшле илсен, Конституцие ҫӗнетме кирлине эпӗ куратӑп, ӑна тахҫан куҫӑм вӑхӑтӗнче туса хунӑ, халӗ вара, экономика тата политика стройӗ ҫирӗпленсе ҫитсен, политика тӗлӗшӗнчен кирлӗ улшӑнусем ӗлкӗрсе ҫитрӗҫ. Эпӗ ку направление тытса пыратӑп. Паллах ӗнтӗ, ман шутпа ҫак юсавӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри вӑл — ӗҫ профессийӗсен престижне ҫӗклесси. Производство представителӗсем пулнӑ май ҫакӑ пире питӗ кирлӗ. Эпӗ спорт тӗнчинчен пулсан та, эпир хамӑр та производство коллективӗ, спортинвентарь тӑватпӑр. Ҫавӑнпа та эпир рабочисен профессийӗсен сумне ҫӗклеме пулăшатпӑр теме пултаратпӑр», — палăртнӑ вăл.
Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫ укҫи шайӗ пурăнма кирлĕ минимумран пӗчӗкрех пулайманни пирки те хӑй шухӑшне пӗлтернӗ.
«Ĕçпе тивӗҫтерекенсен пуҫтахланмалла мар тата ӗҫ ҫыннине пӗчӗк укҫа тӳлесе йывӑр лару-тӑрӑва кӗртсе ямалла мар. Уйрӑмах ҫакӑ самозоляци тапхӑрӗ хыҫҫӑн кирлӗ пулӗ. Халӗ ҫӗршывсен экономикисем арканаҫҫӗ, пирӗн те йывӑр лару-тӑрура. Унччен тунӑ пӗтӗм плансем усӑсӑр пулӗҫ тата экономикӑна çӗнӗрен çӗклемелле пулӗ. Уйрӑмах ҫакӑ эпидеми хыҫҫӑн, яланхи пурнӑҫ патне таврӑннӑ тапхӑрта питӗ кирлӗ пулӗ», — палӑртнӑ Чагин.
Аса илтеретпӗр, халӗ ҫӗршывӑн тӗп документӗнче ҫапла ҫырса хунӑ: «Раҫҫей Федерацийӗ граждансен ӗҫне хисеплет тата вӗсен прависене хӳтӗлет».
«Сувар» хаçатран.
Читайте нас: