Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Апрелӗн 2020, 23:15

Мăнкун çăмарти хĕрететпĕр

Мăнкун çăмартине мĕнле хĕретмеллине чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Чи ансат, шанчăклă, сывлăхшăн сиенсĕр мел вăл - ăна сухан хуппипе хĕретесси.

1. Сухан хуппине малтан пĕр талăк шыва ярса лартмалла, унтан газ çине е кăмакана лартса вĕреме кĕртмелле. Çакăн хыççăн шывне сăрăхтарса илмелле. Унта темиçе тумлам уксус ярса çак шĕвек çине çăмартасене тултармалла. Çăмартасем пиçсе çитиччен вĕретмелле. Пиçсе çитнĕ тĕлелле сухан хуппи шĕвекне темиçе тумлам тип çу хушма юрать. Кун пек чух çăмарта тĕсĕ мрамор пек пулать.
Сивĕннĕ çăмартасене тип çупа сăтăрсан вара вĕсем йăлтăртатакан пулаççĕ. Тĕсĕ çутăрах е хăмăртарах хĕрлĕ пуласси сухан хуппине мĕн чухлĕ илнинчен килет.
2. Енчен те эсир çăмартасене сăрăпа хĕретес тетĕр пулсан, çак ĕçе çăмартасем ăшă чухне, сăрă тỹрех типме пултартăр тесе тумалла. Кун пек чухне сăрă хупă ăшне сăрхăнмасть.
3. Çăмартана тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе çăмхаламалла, çиелтен шурă татăкпа чĕркемелле, шывлă кастрюле ярса вĕретмелле. Вăл хăйне майлă илемлĕ пулать.
4. Ỹркенменнисем вара çăмарта çине тĕрлĕ фигура туса касса кăларнă нỹрĕ хут çыпăçтарма, çиелтен капрон чăлхапа çыхса сухан хуппи шывĕнче пĕçерме пултараççĕ. Пиçнĕ хыççăн лайăх чỹхесе çиелтен тип çупа сĕрмелле. Кун пек çăмартасене ача-пăча уйрăмах килĕштерет.
Читайте нас: