Мăнкун умĕнхи каç çÿл тÿпере çăлтăрсем те нихçанхинчен нумайрах та çутăрах. Христос чĕрĕлсе тăнă çак Аслă кун хĕвел те ташласа тухать теççĕ. Мăнкунта аслисем те, ачасем те çĕнĕ тумтир тăхăнаççĕ. Килте яланах тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, кукăль пĕçереççĕ. Çак кун пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн-чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламлаççĕ, ырлăх сунаççĕ.