Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
1 Майӑн 2020, 12:41

Çуркуннепе Ĕç уявĕ

Майăн 1-мĕшĕ - Çуркуннепе Ĕç уявĕ. Аслăрах çултисем çак уява ĕç çыннисен пĕршухăшлăхĕн кунĕ пек паллă тунине лайăх астăваççĕ.

Майăн пĕрремĕшне ĕç çыннисен ирĕкĕпе интересĕсене хÿтĕлемелли кун пек палăртасси Чикагăра 1886 çулта иртнĕ пулăмсемпе çыхăннă. Ун чухне майăн 1-мĕшĕнче рабочисем 15 сехете тăсăлакан ĕç кунне хирĕçлесе забастовка йĕркеленĕ, фабрика хуçисене 8 сехетлĕ ĕç кунĕ çине куçма хистесе ыйтнă. Ку уява Раççей империйĕнче пĕрремĕш хут 1890 çулта паллă тунă. Совет Союзĕнче ĕç çыннисен пĕршухăшлăхĕн кунĕ патшалăх уявĕ пулнă, ун чухне кашни ял-хуларах демонстраци йĕркеленĕ. Çынсем унта "Мир! Ĕç! Май!" тесе çырнă транспарантсемпе, ялавсемпе, вĕрсе хăпартнă шарсемпе тухнă. Юлашки çакнашкал демонстраци 1990 çулта иртнĕ.
Сăмах май, çак уява 100 ытла çĕршывра шăп çак кун е май уйăхĕн малтанхи тунтикунĕнче паллă тăваççĕ. АПШра, Японире, Австралире, Çĕнĕ Зеландире Ĕç кунне урăх кун уявлаççĕ.
Читайте нас: