Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Майӑн 2020, 10:54

Майăн 9-мĕшĕнче Путин Ĕмĕрхи вут патне чечек хурать тата Раççей çыннисене сăмах калать

#ВладимирПутинМаларах Раççей Президенчĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне чысласа ирттермелли мĕнпур мероприятисене, çав шутра Хĕрлĕ площадьре иртекен парада та, урăх датăна куçарасси çинчен пĕлтернĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин майăн 9-мĕшĕнче Ĕмĕрхи вут патне чечек хума тата Раççей çыннисене сăмах калама пултарать. Çакăн çинчен патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков "Москва. Кремль. Путин" программăна интервью панă чухне пĕлтернĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин апрелĕн 16-мĕшĕнче Харушсăрлăх совечĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ чухне коронавирус сарăлнине пула Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине палăртма планланă менпур мероприятисене, çав шутра Хĕрлĕ площадьре иртекен парада та, урăх датăна куçарасси çинчен пĕлтернĕ. Президент каланă тăрăх, парад тата «Вилĕмсĕр полк» акци кăçал, инфекци харушлăхĕ чаксан, иртеççĕ. Апрелĕн 28-мĕшĕнче Путин майăн 9-мĕшĕнче авиаци парачĕ иртессине тата хуласенче салютсем ярассине шантарса каланă.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Сăн ÿ керчĕкĕ: Сергей Фадеичев.
Читайте нас: