Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Августӑн 2021, 20:21

Пчельник вĕçет...

Кулăш, пурнăçра пулăш, теççĕ...

Пчельник вĕçет...
Пчельник вĕçет...

Пӗр арҫын каҫхи хӑй йыттипе киле ҫитнӗ тет. Ӳсӗр.
— Эс каллех ӳсӗр! Миҫе курка сӑра ӗҫрӗн-ха? — вӑрҫать арӑмӗ.
— Иккӗ. Ӗненмесен Жучкӑран ыйт.
Лешӗ йыттинчен йытать. Йытти:
— Хам! Хам! — тет.
Тепӗр кунхине ку арҫын каллех ӳсӗр килет. Арӑмӗ каллех:
— Ну, миҫе курка сӑра ӗҫрӗн?
— Иккӗ!
Йытти те кӑна ҫирӗплетет:
— Хам! Хам!
— Эрехне вара?
— У-у-у-у! — ӳлесе ячӗ тет йытти.

  


Ашшӗпе ывӑлӗ утар хӗррипе пыраҫҫӗ тет. Ачи пыл хурчӗсене асӑрхать те:
— Папа-а, смотри, пчельник летит!
— Ты что, сынок, — асӑрхаттарать ашшӗ, — русский услышит, смеяться будет. Это же пасека летит!..

  


Вырӑс турисчӗсем Будапешт хулине курса ҫӳреҫҫӗ. Пӗр ҫурт тӑрринче «Тинӗс Флочӗн министерстви» тесе ҫырнине кураҫҫӗ те гидран тӗлӗнсе ыйтаҫҫӗ:
— Сирӗн ҫӗршывра тинӗс ҫук пулсан епле-ха вара Тинӗс Флочӗн министерстви пултӑр?
— Ҫапла... Эпир те Мускавра пултӑмӑр. Сирӗн те унта Культура министерстви пур...

  


Пасара ҫӗр выртмалла килнӗ пӗр чӑваш хулара майра патне хваттере кӗнӗ тет.
Лешӗ ана ҫывӑрма урайне сарса панӑ. Чӑваша пӑрҫасем тапӑнчӗҫ тет те ҫунтараҫҫӗ кӑна тет. Пирӗн пӗлӗш ниҫта кайса кӗреймест тет.
— Што, дяденька, не спишь? — терӗ тет майра.
Пӑрҫа мӗнлеччӗ-ха вырӑсла тесе шухӑшласа выртать тет чӑваш. Вара аса илех кайрӗ тет...
— У вас корох мнокӑ, польнӑ кусат, — терӗ тет вӑл.
— Какой горох, блохи, чай, кусают, — тет майра.
— Каккуй плохо, как слетовӑт кусат, — тесе хучӗ тет чӑваш.
Майран вара кулмалли ҫех юлчӗ тет.

Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романӗнчен илнӗ
  


Литература урокӗ пырать:
— Алюш, сана ку сочинение кам ҫырса пачӗ вара? — ыйтать вӗрентекен ачан хайлавне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн.
— Пӗлместӗп, ӗнер ирех ҫывӑрма выртсаччӗ..

Пчельник вĕçет...
Пчельник вĕçет...
Автор:
Читайте нас: