Кушак усракан кашни çын хăйĕн историне каласа пама пултарать. Паян вĕсенчен пĕрне итлетпĕр.
Ҫуркунне пирӗн хваттерте йыш хушăнчӗ: ман ҫуралнӑ кун умĕн ҫӗнӗ пӗчӗкҫеҫ сӑрӑ тӗлӗнмелле япала тухса тӑчӗ. Кузьăна эпир кушак йӑхӗ тесе ят панӑ коробкӑна тӳрех ятăмăр. Ятне Кузя тесе патăмăр, мӗншӗн тесен упӑшкан кӗсйинче ҫывӑрма юрататчĕ. Унтан, килти пекех лутӑрканса пӗтнӗ, совет мультфильмӗнчи паллӑ персонажне Кузя домовенока аса илтеретчĕ. Кузьма Васильевич (ҫапла-ҫапла, Вася — унӑн ашшӗ) пулса тӑчӗ. Эпир шутларӑмӑр: Кузька ӳссе ҫитӗнет, уншӑн шанчӑклӑ алӑсем, ырӑ хуҫасем тупатпӑр. Анчах ҫулла пирӗн Маруся ятлă кушак çӗтрӗ, юлашки ҫулсенче эпир хамӑр килте виҫӗ кушак (эпир вӗсене виçĕ хÿре тесе ачашшӑн чӗнетпӗр) пурӑннине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Ҫавӑнпа Кузьăна та хӑварма шут тытни — хӑй тӗллӗнех пулса тухрĕ.
Сирӗн килти мӗнле чӗрчун пурӑнни пĕлтерĕшлех мар — ӑна юратни тата уншӑн тӑрӑшни чи кирли. Питомец вара сире хăйĕн ачашлăхĕпе тата юратăвĕпе савăнтаратех.
Сирĕн килти мăр-мăр мĕн ятлă? Мĕншĕн апла ят патăр?
МИХ информацийĕпе.