Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2021, 16:27

Пушкӑртстан Республикинче купӑстапа ҫӑкӑр хаклӑланнӑ

Башстат ӗҫченӗсем регион супермаркечӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗсене ҫаплах сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Пушкӑртстан Республикинче купӑстапа ҫӑкӑр хаклӑланнӑ
Пушкӑртстан Республикинче купӑстапа ҫӑкӑр хаклӑланнӑ

Юлашки эрнере купӑста (3,1%) тата ыраш ҫӑнӑхӗнчен ҫӑкӑр (2,9%) ытларах хаклӑланнӑ. Халӗ купастана килограмне вӑтамран 39 тенкӗпе, ҫӑкӑра – 62 тенкӗпе туянма пулать. Хакӗ ӳснӗ продуктсем хушшинче шӑнтнӑ пулӑ (2%). Асӑннӑ апат-ҫимӗҫ килограмӗ регион ҫыннисене вӑтамран 163 тенке ларать.

Хакӗ ӳснӗ продуктсен переченьне (0,1-1,8 процент) республикӑра кӗнӗ: ҫуллӑ тӑпӑрчӑ, ҫӑмарта, вермишель, хуратул  кӗрпи, пастеризациленӗ сӗт, шлифланӑ рис, сосиска, сарделька, пур йышши кӑлпасси, тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, тулӑ ҫӑнӑхӗ, сахӑр, услам ҫу, маргарин, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, чӑкӑт, тӑвар, сурӑх, ӗне выльӑх какайӗ тата ача апачӗ валли аш консервисем. Йӳнелнӗ пахчаҫимӗҫпе пылак япаласем. Сӑмахран, помидор 12% йӳнӗрех, хӑяр – 2,4%, шоколад канфичӗ – 4,2%, ача апатланмалли пахчаҫимӗҫ консервӗ – 2,6%.

Пушкӑртстанра йӳнелнӗ апат-ҫимӗҫ (0,04-1,2%) списокне лекнӗ: сысна какайӗ, макарон, печени, хура чей, кишӗр, пуҫлӑ сухан, улма-ҫырла консервисем, хӑйма, ҫӗрулми, чӑх, ача апачӗ валли типӗтнӗ сӗт хутӑшӗсем.

Пушкӑртстан Республикинче купӑстапа ҫӑкӑр хаклӑланнӑ
Пушкӑртстан Республикинче купӑстапа ҫӑкӑр хаклӑланнӑ
Автор:
Читайте нас: