Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Декабрӗн 2021, 20:04

Пушкӑртстанра марисен полилингваллӑ шкулне тата чӑваш гимназине туса лартаҫҫӗ

Декабрӗн 17–мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Уфари "Торатау" Конгресс – холлта " Туған тел – изге аманат "проект шайӗнче Ашшӗ-амӑшӗн форумне хутшӑнакансемпе тӗл пулчӗ.

Пушкӑртстанра марисен полилингваллӑ шкулне тата чӑваш гимназине туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанра марисен полилингваллӑ шкулне тата чӑваш гимназине туса лартаҫҫӗ

Республика ертӳҫи пушкӑрт чӗлхин эрнин мероприятийӗсен черетӗнче Ашшӗ-амӑшӗн форумӗ финал аккорчӗ пулнине палӑртрӗ.

Регион ертӳҫи шухӑшӗпе, республикӑра пушкӑрт чӗлхине тата халӑхсен чӗлхисене сыхласа хӑварасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Радий Хабиров Пишпӳлек районӗнчи тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ, унта муниципалитет гимнне пилӗк чӗлхепе: вырӑсла, пушкӑртла, тутарла, чӑвашла тата мӑкшӑлла юрлаҫҫӗ.

"Эпир Пушкӑртстанра полилингваллӑ гимназисем тума йышӑнтӑмӑр. Пирӗн планпа 2024 ҫул тӗлне 10 пушкӑрт гимназийӗ тума палӑртнӑ. Вӗсен пирӗн республикӑн пуласлӑхӗн локомотивӗ пулмалла. Ҫакӑн пек виҫӗ гимнази хута ятӑмӑр ӗнтӗ эпир, вӗсемпе питӗ интереслӗ. Чи кирли — вӗсем кулленхи шкулсем пулса ан тӑччӑр. Вӗсенче чи лайӑх вӗрентекенсем ӗҫлемелле, чи лайӑх практикӑсемпе тата хальхи методикӑсемпе усӑ курмалла. Нефтекамскра эпир тутарла полилингвальнӑй гимназие уҫрӑмӑр, вӑл питӗ килӗшӳллӗ пулчӗ, ҫынсене те килӗшрӗ. Ҫавӑн пекех эпир Мишкин районӗнче марисен полилингваллӑ гимназине тума шут тытрӑмӑр. Халӗ чӑваш гимназине ӑҫта умаллие муниципалитета палӑртатпӑр", - терӗ Радий Хабиров.

Пушкӑртстанра марисен полилингваллӑ шкулне тата чӑваш гимназине туса лартаҫҫӗ
Пушкӑртстанра марисен полилингваллӑ шкулне тата чӑваш гимназине туса лартаҫҫӗ
Автор:
Читайте нас: