+2 °С
Уҫҫӑнах
Раççейре декабрӗн 21-мӗшӗнче хӗллехи хӗвел кунӗ ҫитрӗ. Декабрӗн 22-мӗшӗнче чи кӗске кун, чи вӑрӑм каҫ пулӗ.
Уфари планетарин специалисчӗ Тамара Денисова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, декабрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен Раҫҫей территорийӗнче кунпа ҫӗрӗн вӑрӑмӑшӗ улшӑнмасть, вăл ҫичӗ сехет те 8 минут шутланать. Декабрӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн кун вӑрӑмланӗ, декабрӗн 31-мӗшӗ тӗлне кун ултӑ минута ÿсĕ, ҫуркунне тӗлне хӗвел горизонт ҫинче икӗ-виҫӗ сехет ытларах пулӗ. "Кун çутин тӑршшӗ улшӑннине ҫынсем час-часах асӑрхаҫҫӗ. Хӗвел ҫынна лайӑх витӗм кӳрет", — терӗ Тамара Денисова.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.