Таиланд тӗп хулин официаллӑ ятне улӑштараҫҫӗ: Бангкок вырӑнне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗнче пӗлтернӗ.
Пичетленӗ документра «Бангкок» ят та официаллӑ шайрах юлать тенӗ. Канашра хушса каланӑ тӑрӑх, ҫак улшӑнусем вӗсене ятарлӑ комитетра ырланӑ хыҫҫӑн кӑна вӑя кӗрӗҫ. Енчен те официаллӑ ята Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ҫине пӗтӗмӗшле улӑштараҫҫех пулсан, хӑнӑхнӑ «Бангкок» ята скобкӑра ҫырӗҫ.
Канаш документӗнче палӑртнӑ тӑрӑх вӗсем ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр географилле ятсем валли те улшӑнусем ҫирӗплетнӗ.
Таиланд патшалӑхӑн тӗп хули тай чӗлхинче яланах Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулнӑ. Тӗнче шайӗнче вара Бангкок ят ҫирӗпленнӗ пулнӑ. 2001 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗ Бангкока ҫӗршывӑн тӗп хулин официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче усӑ курасси пирки пӗлтернӗ.
Сӑмах мар, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Голланди» официаллӑ ят пулма пӑрахнӑ. Компанисем, элчелӗхсем, министерствӑсемпе университетсем ҫӗршывӑн официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче «Нидерланд» ятпа усӑ курмалла. Ҫапла майпа ҫӗршыв правительстви туристсен умӗнче ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетесшӗн пулнӑ. Голланди ят ытларах чухне Амстердамра наркотиксемпе саккуна пӑсмасӑр усӑ курнипе тата хӗрлӗ хунарсен кварталӗнчи проституципе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
#Таиланд, #Бангкок, #тӗнчере
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://rtvi.com/news/v-tailan...rannoe-nazvanie-stolitsy/