Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Нарӑсӑн 2022, 21:41

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать

#тӗнчере, #ҫутҫанталӑк, #Антарктида, #тӗпчевсем, #утравсем, #Сигни

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать
Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать


Антарктидӑра хӑш-пӗр ӳсентӑран тӗсӗсем хӑвӑрт сарӑлнине асӑрханӑ, ҫакӑ полярлӑ экосистемӑсенче улшӑнусем пулса иртни ҫинчен пӗлтерет.
Ӑсчахсем Кӑнтӑр Оркней утравсен шутне кӗрекен Сигни утравӗ ҫинче тӗпчев ирттернӗ те антарктика луговикӗ (Deschampsia antarctica) тата кито колобантусӗ (Colobanthus quitensis) 1960 ҫултанпа 2009 ҫул хушшинче 5 хут хӑвӑртрах сарӑлма тытӑннине палăртнă. Ҫакна утрав ҫинче вӗсене таптаса ҫӳрекен тюленьсем сахалланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
2009 ҫулпа 2018 ҫул хушшинче ҫанталӑк ӑшӑннине пула ӳсентӑрансен сарӑлас хӑвӑртлӑхӗ 10 хут ÿснĕ.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Антарктида экосистеминче климатӑн кирек мӗнле улшӑнӑвӗ те тӳрех палӑрать — ӳсентӑран вӑйлӑрах сарӑлма пуҫласси пирки малтанах шухӑшланӑ, анчах калӑпӑшӗ ҫавӑн пекех пулӗ тесе шутламан. Ҫитес вуншар ҫул хушшинче ҫанталӑк ӑшӑнса пынине пула нумай лаптӑк пӑртан ирӗке тухӗ.
Сигни утравӗнчи тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх ҫакӑн пек пуласлӑх пӗтӗм континента та кӗтме пултарать. Курӑк таврашӗ сарӑлнинче япӑххи нимӗн те ҫук пек туйӑнать пулин те вырӑнти ӳсентӑран тӗсӗсем инвазивлисемпе тупӑшма пултарайманнине асра тытмалла. Хальхи вӑхӑтра вӗсене йывӑр условисем кӑна тытса чараҫҫӗ.
Антарктидӑн хӑйне евӗрлӗ биорасналӑхне йӗркелеме миллионшар ҫул кирлӗ пулнӑ, анчах та ютран лекнӗ тӗссене пула вӑл ҫухалма пултарать. Мӗнпур экосистемӑн, унӑн кашни пайӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑран, арканас хӑрушлӑхӗ пысӑк.

#тӗнчере, #ҫутҫанталӑк, #Антарктида, #тӗпчевсем, #утравсем, #Сигни

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.gismeteo.ru/news/n...tat-zelenym-kontinentom/?

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать
Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать
Автор:
Читайте нас: