Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Раҫҫейри видеокамерӑсем Пушкӑртри тӳпере метеорит ӳкнине ӳкернӗ. Кун пирки «Новости от телеканала UTV» (чӑв. UTV телеканал хыпарӗсем) Telegram-канал пӗлтерет.
Ҫӑлкуҫпа килӗшӳллӗн, метеорит Ҫӗр атмосферинче ҫунса кайнӑ. Ҫак пулӑма Ӗпхӳ хулинче пурӑнакансем тата ҫак регионти тепӗр темиҫе хуларисем сӑнанӑ. Метеорит ӳкнӗ саманта «Уфанет» телекоммуникаци ҫыхӑнӑвӗн операторӑн камери ҫырса илнӗ.
«Шултра метеорлӑ юхӑмсем хальхи вӑхӑтра ҫук. Ку вӑл пӗр-пӗр юхӑм шутне кӗмен метеор пайӗ пулма пултарать», — пӗлтернӗ Пушкӑрт планетарийӗн астрономӗ Татьяна Денисова.
Астрономи пулӑмне куракансем метеорӑн хӳри Туслӑх монуменчӗ патӗнче пурӗ те 5-7 ҫеккунт ҫеҫ сӑнама май килнине палӑртнӑ.
2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РАН космос тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ Анатолий Петрукович Ҫӗр чӑмӑрне вӑйлӑ аркатма пултаракан метеорит диаметрӗ сахалтан та пӗр километр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.
#тӗнче уҫлӑхӗ, #метеоритсем, #Ӗпхӳ, #Пушкӑртстан, #Раҫҫейре
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://lenta.ru/news/2022/03/09/bashkirskiimeteorit/