Ҫулталӑка яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн Ingenuity Mars ятлӑ NASA вертолечӗ ҫаплах «ҫӗнӗ» пекех.
NASA реактивлӑ юхӑмӗн лабораторийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ingenuity планета ҫинче хӑйӗн 21-мӗш вӗҫевне туни пирки пӗлтернӗ, вӑл 129 ҫеккунт хушӑра 370 метр вӗҫнӗ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнче пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе вертолет пурӗ 4,6 километр ытла ҫӗнтернӗ.
Ingenuity-не технологи мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхма кӑна хатӗрленӗ, малтанхи планпа килӗшӳллӗн вӑл уйӑх хушшинче пилӗк хутран ытла мар вӗҫмелле пулнӑ. Ҫапах та 1,8 килограмлӑ вертолет хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑран NASA миссие тӑсма шутланӑ, унпа усӑ курса Perseverance марсоход (Ingenuity Марс ҫине унпа лекнӗ) умӗнчи лаптӑксене тӗпчесе сӑнаҫҫӗ.
Вертолет Марс ҫинче ҫулталӑка яхӑн вӗҫнӗ пулин те хӑйне кивелсе пынӑ пек кӑтартман. «Ку таранччен те эпир вӑл япӑхланнине е вертолет хӑйӗн пӗр-пӗр пайне ҫухатнине курмарӑмӑр. Вӑл вӗр-ҫӗнӗскер пекех», — тенӗ ӑсчахсем.
#тӗпчевсем, #тӗнче уҫлӑхӗ, #Марс
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kosmo_off/4072