Промышленноҫ ипотекин программине – промышленноҫ производстви валли куҫман пурлӑх туянма предприятисене ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем парассине — пулӑшма 1 миллиард тенкӗ ытла ярӗҫ. Ҫак постановление Раҫҫей правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Мишустин премьер-министр алӑ пуснӑ.
Промышленность ипотекин программине 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Президент хушнипе хута янӑ, бизнес енчен унпа нумай кӑсӑкланнă. Программа шайӗнче кредитсене ҫулталӑкри 5% ҫӑмӑллӑхлӑ ставкӑпа çичĕ ҫулччен параҫҫӗ. Инноваци технологи компанийӗсемшӗн ставка ҫулталӑкри виçĕ процентпа танлашать. Кредитӑн чи пысӑк сумми — 500 млн тенкӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ тата рынок ставкисем хушшинчи уйрӑмлӑха патшалӑх компенсацилет. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ распоряженине шута илсе 2023 ҫулта программӑна субсидилемелли пӗтӗмӗшле калӑпӑш 1,3 миллиард тенкӗрен иртмелле.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-04-03/na-podderzhku-promyshlennoy-ipoteki-v-rossii-napravyat-bolee-milliarda-rubley-320288
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.