Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Майӑн 2023, 09:14

Мегаполисра, пӗчӗк хулара е ялта пурӑнмаллине кашни хăй суйласа илмелле

Пушкӑртра ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли федераци программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.

Мегаполисра, пӗчӗк хулара е ялта пурӑнмаллине кашни хăй суйласа илмелле
Мегаполисра, пӗчӗк хулара е ялта пурӑнмаллине кашни хăй суйласа илмелле

Кашни хăй суйласа илмелле — мегаполисра, пӗчӗк хулара е ялта пурӑнас тет-и вăл. Кун пирки социаллӑ сфера ӗҫченӗсемпе тӗл пулсан Раҫҫей Федерацийӗн Канашӗн председателӗ Валентина Матвиенко пӗлтернӗ. Сенатор ялта пурнӑҫ условийӗсене ҫӗнӗ шая кӑларма, хӑтлӑха ӳстерме тата ял инфратытӑмне лайӑхлатма чӗнсе каланӑ.
Пушкӑртра ял территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли федераци программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Ун тӑрӑх юлашки икӗ ҫул хушшинче 486 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма субсиди илнӗ, 107 ҫемье ҫурт-йӗр тунӑ, ял территорийӗсене хӑтлӑх кӗртес енӗпе 130 проекта пурнӑҫланӑ, 19,3 ҫухрӑм ҫул хывнӑ, 33 ҫухрӑм газ пăрăхĕ тата 18 ҫухрӑм ытла шыв пӑрӑхӗ хывнӑ. Укҫа-тенкӗ пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 6,2 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, вӗсенчен 3,6 миллиард тенкӗ - федераци бюджечӗн укҫи-тенки.

https://blagpanorama.com/articles/aktualno/2023-05-18/u-kazhdogo-dolzhen-byt-vybor-zhit-v-megapolise-malom-gorode-ili-na-sele-3263912

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Мегаполисра, пӗчӗк хулара е ялта пурӑнмаллине кашни хăй суйласа илмелле
Мегаполисра, пӗчӗк хулара е ялта пурӑнмаллине кашни хăй суйласа илмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: