Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общие статьи
31 Майӑн 2023, 11:57

Пушкӑртра вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ

"Паянхи куна планлакан 200 аншлагран 37 аншлаг туса вырнаҫтарнӑ", — каласа панӑ министерствӑра.

Пушкӑртра вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ
Пушкӑртра вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ

Пушкӑрт Республикинче регион патшалӑх вӑрман фончӗн территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн хушма мерисене вӑрманпа пушар станцийӗсен сотрудникӗсем йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки регион Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин пресс-службинче "Башинформ" ИА пӗлтернӗ.

Вӑрманпа пушар станцийӗсен сотрудникӗсем пушара хирӗҫ тематикӑпа шлагбаумсем ҫине аншлагсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӑрмансене вут-ҫулӑмран сыхлама палӑртнӑ вӑрман ҫулӗсене туса юсаса ҫӗнетес ӗҫ те пырать.

"Паянхи куна планлакан 200 аншлагран 37 аншлаг туса вырнаҫтарнӑ", — каласа панӑ министерствӑра.

Аса илтеретпӗр, пушара хирӗҫле уйрӑм йӗрке малалла пырать, ӑна 2023 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа уйрӑм распоряжениччен тӑснӑ.

Аншлагсене вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнасси ҫинчен халӑха асӑрхаттарма палӑртаҫҫӗ. Шлагбаумсен пушара хирӗҫле пĕлтерĕшĕ пур, вӗсене пушар енӗпе хӑрушӑрах вырӑнсенче вырнаҫтараҫҫӗ. Шлагбаума пысӑк пушар хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан хупаҫҫӗ.

 

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-05-31/v-bashkirii-prinimayut-dopolnitelnye-mery-po-pozharnoy-bezopasnosti-v-lesah-3281552

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин пресс-служби.

 

Пушкӑртра вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ
Пушкӑртра вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: