Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Августӑн 2023, 13:58

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ

Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче "Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ" ятлă кун ирттернĕ.

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ


Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садӗнче "Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ" ятлă кун ирттернĕ. Кун тулăх та пӗлӳллӗ, ачасене пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла ҫинчен, вӗсен усси ҫинчен, пахча-çимĕçе пухасси тата хӗл каҫма хатӗрлесси ҫинчен ҫирӗплетес, анлӑлатас тӗллевлӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех ачасем пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла ячӗсене пӗлнипе пӗлменнине тӗрӗсленĕ. Ачасемпе пахчаҫимӗҫ улма-ҫырла ҫинчен калаҫусем ирттернӗ, мӗн тума кирлӗ вӗсем, мӗнпе усӑллӑ вӗсем. Ачасемпе сӑвӑсем вуланӑ, тупсӑмсене тавҫӑрса илнӗ, иллюстрацисене пӑхнӑ, "Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла лавки" сюжетлӑ роль вӑййине вылянӑ. Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ача сачӗн территорийӗнче экскурси ирттернӗ, унта йывӑҫсемпе пахчана сӑнанӑ. "Тӗлӗнмелле хутаҫ", "Пахча-çимĕçе пуҫтар" вӑйӑсем вылянă.
Ачасем "усӑллӑ темӑна" лайӑх хӑнӑхса ҫитнĕ, апат вӑхӑтӗнче хавхаланупа сывлӑх зарячӗ, ҫӗнӗ пахча ҫимӗҫрен салатсене дегустациленӗ чухне питӗ нумай эмоцисем илнĕ.

#деньовощейи фруктов #лето2023

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610

 

 

 

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: