Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Августӑн 2023, 10:26

Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл?

Пушкӑрт лаши XVII-XVIII ӗмӗртен анлӑ сарӑлнӑ.

Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл?
Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл?

Пушкӑрт лаши XVII-XVIII ӗмӗртен анлӑ сарӑлнӑ.
Ҫул ҫинче сакӑр сехет хушшинче 120-140 километр тăршшĕ канмасӑр, тӑрантармасӑр кайма пултаракан пушкӑртсен тройкисем паллӑ пулнӑ, "Республика Башкортостан" хаҫат ҫырать. Петр Рычков хӑйӗн "Оренбург топографийӗ" кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: Раççейри пушкӑрт лаши тахҫантанпах ҫирӗп ӑру шутланать. Рычков час-часах пушкӑрт ҫыннисем 300-400 лашаллă кӗтÿсем тытни ҫинчен фактсем илсе кӑтартать.

Журналистсем каланӑ тӑрӑх, "Башкирская" ӑратлӑ йăх ӗҫне Пушкăрт Ялхуҫалӑх НИИнче Иван Сайгин профессор ертсе пынипе тунă.

Пушкӑрт наукин ертсе пыракан НИИСХ УФИЦ РАН, ялхуҫалӑх наукисен кандидачӗ Фануз Шагалиев пушкӑрт лашисем хӗл каҫма апат-ҫимӗҫ хатĕрлеме ыйтманнине, вӗсем тебеневкӑра та лӑпкӑн пурӑннине палӑртать. Вӑл ҫирӗп те тӳсӗмлӗ ӑрат тата питӗ сӗтлӗ ӑрат. Ытти ӑратсенчен хăмласси енчен те ирттерсе ярать. Шагалиев каланӑ тӑрӑх, ку лашасене урӑх ӑрусемпе пӗтĕçтерме юрамасть.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-10/bashkirskaya-loshad-chem-ona-otlichaetsya-ot-drugih-porod-3381613

 

 

 

 

 

Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл?
Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: