Акци Уфа тата республикӑри хуласенче иртнӗ.
Пушкӑрт Республикине ырӑлӑхлӑ касас енӗпе Раҫҫей рекорчӗ йӗркеленӗ. Виҫӗ сехет хушшинче 1635 ҫыннăн çÿçне тӳлевсӗр каснӑ. Пӗр вӑхӑтрах 200 парикмахер ӗҫленӗ. Акци "Ҫемье" центрӑн пур филиалӗсенче те иртнӗ.
Рекорд лартни ҫинчен ПР халӑхӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова пӗлтернӗ.
Палӑртӑпӑр, акцие хутшӑнакансем результатпа кӑмӑллӑ пулнă. Ҫынсем социаллă сетьре мӗн курни-илтни ҫинчен активлӑ каласа параҫҫӗ, парикмахерсем хӑйсен ӗҫне питӗ лайӑх пурнӑҫланине, килнӗ кашни ҫын патне пымалли майсем тупнине палӑртаҫҫӗ.