Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Сентябрӗн 2023, 12:03

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче

2023 ҫулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни иртет.

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче

2023 ҫулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни иртет. Вӗренӳ организацийӗсен ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене ачасем хутшӑнассин профилактика енӗпе ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, ҫавӑн пекех вӗренӳ хутшӑнӑвӗсене хутшӑнакансем хушшинчи ҫул-йӗр юхӑмӗн право культурин шайне ӳстерес тӗллевпе пӗр эрне уйрăм тимлеҫҫӗ. Профилактика мероприятийӗ шайӗнче 2023 ҫулхи сентябрӗн 20-мӗшӗнче Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулта "Çул-йӗр юхӑмӗн правилисем тӑрӑх хӑрушсӑрлӑхӑн пӗрлехи кунне" ирттернӗ.
Хӑрушсӑрлӑх кунӗнче ачасемпе пӗрле пӗлӳ циклӗн видеороликӗсене пӑхса тухнӑ, "Транспорт" , "Ку эпӗ, ку эпӗ, кусем пурте манӑн туссем" дидактика вӑййисене ирттернӗ. Унтан ачасем ҫул паллисене пластилинпа ҫыпӑҫтарнă, ӳкернĕ, юрӑсем юрланă.
Мероприяти вӗҫӗнче ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакан кирек мӗнле ҫын та, ҫитӗнни те, ача та урамсемпе ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пурнӑҫлама тивӗҫ тесе пĕтĕмлетÿ тунă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club206548118

 

 

 

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайĕнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: