Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Сентябрӗн 2023, 09:02

Полина Бородулина: "Çутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп"

Полина Бородулина Миассри геологоразведка колледжӗнче вӗренет.

Полина Бородулина: "Çутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп"
Полина Бородулина: "Çутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп"

Полина Бородулина Миассри геологоразведка колледжӗнче вӗренет. Студентка хӑйӗн профессине мĕнле курнине тата тӗнчери пӗрремӗш "ГеоВызов" чемпионата хутшӑнни ҫинчен каласа панă:
– Эпӗ ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ япаласене пурне те юрататӑп. Юлашки ҫул хушшинче мана Ҫӗр историйӗ тата интереслӗрех пулса тӑчӗ, урӑхла каласан, эпӗ тарӑнрах пӗлесшӗн: вӑл мӗнле пулса тӑнӑ, унпа миллион ҫул хушшинче мӗн пулса иртнӗ. Ҫак ыйтусем ҫине историлле геологи пек наука хуравлама пултарать, - палӑртнă вӑл.
Профессипе ҫыхӑннӑ ӗмӗт пур-и тесе ыйтсан, Полина ҫул ҫӳрес, Раҫҫейӗн тӗрлӗ вырӑнӗсене курас килни çинчен каланă:
– Пур ҫӗрте те тӗрлӗрен: ҫутҫанталӑк та, климат та, породӑсем те ҫавсемех. "ГеоВызов" пек мероприятие пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Манӑн ҫӗнӗ опыт илес, ытти ҫынсемпе паллашас, ҫул ҫӳрес килчӗ: эпӗ пӗрремӗш хут Уфара. Хулара курни - савӑнни! Хула таса, ҫуртсем, сӑрсем нумай асра юлчĕç. Кӗркунне те кунта ҫап-ҫутӑ, ӑшӑ пулнине асӑрхарăм. Иртнӗ кунсенче эпӗ геохимипе, геологи маршручӗпе ӑмӑртусене хутшӑнтӑм, тест иртрĕм. Геологи маршручӗ мӗнле иртни чи интереслӗ тӗрӗслев пулчӗ.
"ГеоВызов" Чемпионатӗнчи пӗтӗм оперативлӑ информацие ВК группинче https://vk.com/public221924888, телеграм-каналсем ҫинче те https://t.me/rosnedragovru тата https://t.me/geomolodezh илме пулать .
#геовызов2023уфа

https://ashzori.ru/articles/obrazovanie/2023-09-20/polina-borodulina-lyublyu-vsyo-chto-svyazano-s-prirodoy-3447285

 

 

Полина Бородулина: "Çутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп"
Полина Бородулина: "Çутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: