Пушкӑртра ҫар ҫыннисене сывлӑшпа десант ҫарӗсен уйрӑм танк батальонне пухнӑ. Подразделенисене йӗркелес ӗҫе республика ҫар комиссариачӗ тата контрактпа службӑна суйламалли пункт йӗркеленӗ.
Пушкӑртра ВДВ танк батальонӗ йӗркеленсе ҫитнӗ.
ПР ҫар комиссариатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, танк батальонӗнче 150 ҫын. Хальхи вӑхӑтра контрактпа пухас ӗҫ малалла пырать. Ҫар комиссариачӗ ҫак эрнере контрактниксене служба вырӑнӗсене ярать. Унсӑр пуҫне, ҫар ҫыннисен пĕр йышӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине каять, унта "Башкортостан" мотострелковӑй полкӑн ретне тултарать.
Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне кӗрес текенсем (347) 218-19-19, 122 (хушма 1) тата 117 телефонпа шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех контракт тума Уфари ҫар комиссариатĕнче контракт тума пулать: Революци урамĕ, 156-мӗш çурт е телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама юрать.: 8 (347) 218-19-19, 8 (347) 248-29-31, мобильнӑйран 122 пусмалла.