Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Сентябрӗн 2023, 14:13

Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн шайӗнче Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн шкулчченхи иккĕмĕш ушкăнра "ПДД пӗлекенсем" вӑйӑ-викторина иртнӗ.

Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем
Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн шайӗнче Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн шкулчченхи иккĕмĕш ушкăнра "ПДД пӗлекенсем" вӑйӑ-викторина иртнӗ. Вӑйӑ формипе ачасем ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх пӗлӗвне ҫирӗплетнĕ. Ачасене ҫул тематикипе тупсӑмне тупма тата конкурс-викторинӑра ӑмӑртма, ҫавӑн пекех урамсем тӑрӑх хӑрушсӑрлӑх правилисене тепӗр хут тӗрӗслеме, "Ҫуран çын" тата "Светофор" вӑййисене выляма сӗннӗ. Заняти вӗҫӗнче "Хӑрушсӑр ҫул" темӑпа ӳкерчӗксен куравĕ иртнĕ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ май, ачасем ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх вӗсенчен нумай килет тесе шутланă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club144264663

 

Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем
Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем
Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем
Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: