Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Октябрӗн 2023, 11:57

Хобби — алмаз тӗрри

Геннадий кашни куна ҫутӑ сӑрсемпе тултарма тӑрӑшать.

Хобби — алмаз тӗрри
Хобби — алмаз тӗрри

Мозаика техникинче стразӑсемпе картинӑсем тӑвасси — кӑмӑллӑ ӗҫ тата пултарулӑхӑн паллӑ тĕсĕ. Нумай пулмасть алмаз тӗрри тăвасси Каминкере пурăнакан Геннадий Ярабаевшӑн та ҫӗнӗ хобби пулса тӑнă. Унӑн килти галерейинче тĕрлĕ тĕслĕ пластмассӑран тунӑ пӗчӗк страза татӑкӗсенчен 10 тӗрлӗ турӑш пур ĕнтĕ.

— Малтан ахаль ҫеҫ тытӑнса пӑхма шут тытрӑм, унтан майӗпен ҫав ӗҫ кăмăла кайрĕ, — каласа парать Геннадий. — Ку ӗҫ пӗр вырӑнта ларма, пӗр-пӗр конкретлӑ ӗҫре концентрациленме хӑнӑхтарать. Картинӑсене номерсемпе сӑрлама та килӗшет-ха, çапах та турӑшсене ытларах кӑмӑллатӑп.

Геннадий ӗҫӗсем — ялта кӑна мар, районта иртекен кашни курава илемлетеççĕ. Ҫитменнине тата каччӑ ялти культура пурнӑҫне хастар хутшӑнать: лайӑх юрлать, сӑвӑсем калать.

Ольга Петровнапа Виталий Геннадиевич Ярабаев мӑшӑрсен пилӗк ача: тӑваттӑшӗ хӑйсен, ҫавӑн пекех тӑван пек пулса тӑнă воспитанине илнĕ Софья хӗрача. Геннадий амӑшӗн пӗрремӗш пулăшаканӗ — пур ӗҫре те ӑна хӑйне май пулӑшать, пельмень те хатӗрлеме пултарать.

Геннадин пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе тĕл пулма килнĕ — вӑл ачаранпах инвалид. Халӗ вӑл 22 ҫулта. Тăван ялĕнчи вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. Уҫӑ та кӑмӑллӑ каччӑн тусӗсем нумай. Унӑн ăс-тăн хӑвачӗ тата хӑйне хӑй ӗненни хавхаланӑва тивӗҫлӗ. Тӑванӗсем тата вӑйлӑ характерĕ пулӑшса пынипе вӑл гражданла активлӑ позициллӗ ҫын пулса тӑнӑ.

— Физкультурӑпа аппаланма, алӑ мышцисене тренировка тума юрататӑп, — тет Геннадий. — Компьютер вӑййисем маншӑн мар, вӗсене вӑхӑта сая яни тесе шутлатăп.

Геннадий кашни куна ҫутӑ сӑрсемпе тултарма тӑрӑшать. Таврари тӗнче ҫине ырӑ кӑмӑлпа пӑхни пурнӑҫа лайӑх енне улӑштарасса шанать каччӑ.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

Хобби — алмаз тӗрри
Хобби — алмаз тӗрри
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: